Петрозаводск
Петрозаводск карел., вепс. те финн. Petroskoi | |
Хула гербĕ | |
Патшалăх: | Раççей |
---|---|
Регион: | Карели |
Никĕсленĕ: | Авăн, 1 1703 |
Хула, çултан: | Пуш, 21 1777 |
Халăх йышĕ, пин çын: | 280 890 (2022) |
Хула лаптăкĕ: | 113,26 км2 |
Геогр. анлăхĕ: | 61°47′ ç.ш. |
Геогр. вăрăмлăхĕ: | 34°22′ х.т.д. |
Петрозаводск (выр. Петрозаводск, карел., вепс. те финн. Petroskoi) — Карели Республикин, Раҫҫейӗн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енче тӗп хули. Онега кӳлли хӗрринче вырнаҫнӑ.
Этимологи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Авӑн 1, 1703 ҫулта, хӗҫпӑшал-завочӗ (Шуйский ятлӑ) туни чухне, ҫак пуранакан вырӑнта никӗсленӗ[1]. 1704 ҫулта, самантра завод вӗҫсе туни чухне, халӑх пуранакан вырӑнӗ Пётр I ятне улӑштарнӑ, Петровский завочӗ. Завод патне посёлок Петровская слобода пекех ятлӑ. 1777 ҫулта слобода хула статусӗ илнӗ тата Петрозаводск хули ятлӑ[2]. 1941 ҫулта, финн ҫарӗсен оккупацийӗ хыҫҫӑн, хула Яанислинна (фин. Äänislinna) е Онегаборг (швед. Onegaborg)[3] ятне улӑштарнӑ. Петрозаводск, Хӗрлӗ арми ҫаресен ирӗктерӗвӗ хыҫҫӑн, хӑйӗн ячӗ каялла илнӗ[4].
Географи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хула Хӗвелтухӑҫ-Европа тӳремлӗхӗнче Олонец сӑртлӑхӗрен те Шокша йӑранӗрен ҫурҫӗре вырнаҫнӑ. Онега кӳллин Петрозаводск тинӗс пырӗ тӑрӑхла хӗрринче вӑл тӑрать. Хула йӗри-тавра вӑрманпа кӳлӗ.
Петрозаводскран 1091 км Мускава тата 412 км Санкт-Петербурга.
Петрозаводск территорийӗ 113,26 км²[5], хула тӑрӑхӗн территорийӗпе — 615,9 км²[6].
Кунҫул
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Авӑн 1, 1703 ҫулта, Пётр I указӗпе Онега кӳллин хӗрринче патшалӑх хӗҫпӑшал завочӗ туни чухне, хула никӗсленӗ. Хула статусӗ - Пуш 21 (Ака 1) 1777 ҫултан. 1788 ҫулта Александр завочӗшӗн Петрозаводскра чи пӗрремӗш тӗнчере завод пӗлтерӗшӗ чукун ҫул тунӑ - "чукун кустӑрма пӑрӑхӗ".
- Юпа 19, 1999 ҫултан - "Петрозаводск хули" мунципаллӑ йӗркелленӳ, Петрозаводск хула пуранакан вырӑнӗ.
- Ҫу 16, 2007 ҫултан - Петрозаводск хула тӑрӑхӗ.
Ҫӗртме 26, 2023 ҫултан Петрозаводск хула тӑрӑхӗн вӑхӑтлӑ пуҫлӑхӗ - Инна Сергеевна Колыхматова.
Халӑх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2023 ҫулта Петрозаводскра 235 793 ҫын пурӑннӑ.
- Наци тытӑмӗ (2002 ҫул)
Халӑхсем | 1926[7] | 1933[8] | 2002[9] | 2010[10] | ||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|
йыш | % | йыш | % | йыш | % | йыш | % | |
Пурте | 27 105 | 100 | 47 502 | 100 | 244 760 | 100 | 248 494 | 100 |
вырӑссем | 23 112 | 85,27 | 39 858 | 83,91 | 218 182 | 81,8 | 215 549 | 86,7 |
карелсем | 2193 | 8,09 | 3771 | 7,94 | 13 527 | 5,1 | 9889 | 4,0 |
финнсем | 668 | 2,46 | 749 | 1,58 | 7383 | 2,8 | 4493 | 1,8 |
Ыттисем | 1132 | 4,18 | 3124 | 6,64 | 5668 | 10,3 | 18 563 | 7,5 |
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Рождение Петрозаводска. Круглый стол
- ^ Поспелов, 2002. с. 329
- ^ фин., швед.: "Онега кӳллӗ хӗрринче замок"
- ^ Финская оккупация Петрозаводска, 1941-1944 - Куломаа, Юкка Пер. с фин. С. Карху и др.; науч. ред. и ред. пер. Ю. М. Килин. Военно-историческое общество Республики Карелия
- ^ Регионы России. Основные социально-экономические показатели городов. 2018: Стат. сб. / Росстат. − М., 2018. − 443 с. ISBN 978-5-89476-464-1
- ^ База данных показателей муниципальных образований по Республике Карелия (выр.). Тĕрĕсленĕ 10 Ҫурла уйӑхӗн 2020.
- ^ Ака — Ҫӗртме 1928 ҫ.
- ^ Ҫырӑв 1933
- ^ Пӗтӗм Раҫҫей ҫырӑвӗ 2002
- ^ Пӗтӗм Раҫҫей ҫырӑвӗ 2010
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Петрозаводск: Указ. лит. / Гос. публ. б-ка; Сост. Е. И. Такала. — Петрозаводск: Б. и., 1980. — 90 с.: ил.
- Петрозаводск: Библиографический список литературы. — Национальная библиотека Республики Карелия, 2003. — 164 с.2016 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
- Мулло И. М., Рыбак Е. Д. Петрозаводск: Спутник туриста. — Петрозаводск: «Карелия», 1979—182 с.: ил.
- Кондратьев Ф. Г., Верхоглядов В. Н. Петрозаводск. — 2-е изд., испр. и доп. — Петрозаводск: «Карелия», 1984. — 182 с.: ил. — (Города и районы Карелии)
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Петрозаводск географи координачӗсем2016 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- Петрозаводск администрацийӗн официаллӑ сайчӗ 2020 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.
- Петрозаводск хула тӑрӑхӗ Карели Правительствин сайчӗнче
- Петрозаводск DMOZ-ра
Вăрçăри мухтавăн хулисем |
|
---|---|
Анапа • Архангельск • Белгород • Брянск • Великие Луки • Великий Новгород • Владивосток • Владикавказ • Волоколамск • Воронеж • Выборг • Вязьма • Гатчина • Грозный • Дмитров • Елец • Ельня • Калач-на-Дону • Ковров • Козельск • Колпино • Кронштадт • Курск • Ломоносов • Луга • Малгобек • Малоярославец • Можайск • Нальчик • Наро-Фоминск • Орёл • Петрозаводск • Петропавловск-Камчатский • Полярный • Псков • Ржев • Ростов-на-Дону • Старая Русса • Старый Оскол • Таганрог • Тĕвер • Тихвин • Туапсе • Феодосия • Хабаровск |